Кул Али (1183-1236), — Тутарстан ӑҫлавҫисен версийӗпе, Пӑлхар хулинче ҫуралнӑ. Выранти шкулта тата Хорезмри аслӑ медресере пӗлӳ илнӗ. «Юсуф и Зулейка» («Уҫӑппа Сӑхви») поэми тата «Хун кӗнеки» ятлӑ сборникри хӑш-пӗр сӑвӑсем упранса юлнӑ. Пӑлхар-чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ пирвайхи романтикӑллӑ произведенисем вӗсем. Поэт Пӳлӗр хулине Батый эшкерӗнчен хӳтӗленӗ чухне пуҫне хунӑ. Унӑн хайлавне вырӑсла Р. Моран та С. Иванов та куҫарнӑ.
Майков генерал чӑн-чӑн чӑвашчӗ (Юхма Мишши)